ИЗОБРАЖЕНИЯ:
ЧБ
ЦВ
ТЕКСТ:
A
A
A
ФОН:
Ц
Ц
Ц
Ц
НАСТРОЙКИ:

Дополнительные настройки


КЕРНИНГ: СТАНДАРТНЫЙ СРЕДНИЙ БОЛЬШОЙ
ИНТЕРВАЛ: ОДИНАРНЫЙ ПОЛУТОРНЫЙ ДВОЙНОЙ
Версия для слабовидящих
Перейти на обычную версию

Технические неполадки на сайте.

Ведутся восстановительные работы. 

Хусанкай П. Тăван чĕлхе

Эп, радиопа атом ĕмĕрне те
Çитсе кĕмешкĕн ĕлкĕрнĕ этем,
Чĕлхе тăванлăхне курасчĕ тетĕп:
Пĕрне-пĕри ăнланччăр халăхсем.
Философăн, поэтăн е çулпуçăн
Сăмахĕ çиттĕр пур илемĕпе,
Пур вăйĕпе çиçсе вылятăр уççăн –
Хĕвел пек, çил пек, çумăр пек, – теп эп.
Çапах та – халлĕхе мĕн паллаштарчĕ
Мана çак ешĕл курăкпа, çĕрпе?
Çак пĕлĕт çуллĕшне мĕн ăнлантарчĕ? –
Тăван чĕлхе! Çав пулчĕ тĕкĕр пек.
Килте, ютра-и эп – кирек ăçта та,
Кирек хăçан та тав тăвап ăна:
Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп,
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана.

chyz

© 2026.